Телекурав ӗмӗрӗ вӑй илнӗ хыҫҫӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫак тӗсӗнче чӑвашли ниепле те вӑй илеймест. Унччен малтан чӑваш телекуравӗ «Россия» телеканалӗн кнопки ҫинче тухатчӗ, анчах пасар самани ҫитсен самай аталанма ӗлкӗрнӗ чӑвашла телекурава ҫул памарӗҫ. Пӗтерсе хучӗҫ тесен те йӑнӑш пулмӗ. ГТРК «Чӑваш Ен» халь те пур-ха, пач ҫухалман, анчах малтанхипе танлаштарсан вӑл унчченхин пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ. Анчах халӑх чӑваш телекуравӗ вӑйлӑн ӗҫлесе каясса питӗ кӗтетчӗ — кӳршӗри тутарсен ку ӗҫ вӗресе тӑрать пулсан, эпир те вӗсенчен кая мар пулмалла пекччӗ. Юрать-ха ҫӳлтисем ҫакна ӑнланчӗҫ, 2011 ҫулта «Национальное телевидение Чувашии — Чӑваш Ен» телеканал уҫрӗҫ. Тахҫантанпах унашкал телеканал ӗҫлесе каясса кӗтнӗ халӑх савӑнса та илчӗ.
Анчах, шел те савӑнӑҫӗ нумая пымарӗ. Чӑвашла телекурав кӗтнӗ халӑх патне ытларах енӗпе вырӑсла кӑларӑмсем тухма пуҫларӗҫ. Куна вӑл вӑхӑтра чӑвашла контент сахал пулнипе ӑнлантарма хӑтланчӗҫ. Йӑлт арканнӑ чӑваш телекуравне, паллах, пӗр самантра чӗртсе тӑратаймӑн — халӑх ӑнланчӗ, кӗтме тытӑнчӗ.
ЧР Спорт министерствин тӗп бухгалтерне шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хушӑва спорт министрӗ алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: ведомствӑн тӗп бухгалтерӗ, вӑлах финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ, тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе усӑ курса хысна укҫине телефон счечӗ ҫине хунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑл министерствӑн пӗр экс-ертӳҫин счечӗ ҫине те укҫа хунӑ-мӗн. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан тӗп бухгалтер бухгалтери докуменчӗсене тӗп тӑвас тесе вӗсене йӑтса тухма тӑнӑ, анчах ӑна ӗҫтешӗсем асӑрханӑ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче министерство комиссийӗ тӗп бухгалтера ӗҫрен кӑларма сӗннӗ.
ЧР Юстици министерстви «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи косплексӗ» акционерсен обществи валли ҫӗнӗ ертӳҫӗ шырани пирки пӗлтерет. Заявкӑсем йышӑнма пуҫлӗҫ, документсене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен тӑратмалла.
Ҫак должноҫе йышӑнас тесен специалитетран пӗчӗкрех мар аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Кунсӑр пуҫне ертӳҫӗ должноҫӗнче е полиграфи тытӑмӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫленӗ стаж кирлӗ.
Халӗ тӗп директор тивӗҫӗсене Иван Архипов пурнӑҫлать. Унччен «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи косплексне» ЧР культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов ертсе пынӑ.
Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокуратурӑна ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ӗнер, ака уйӑхн 5-мӗшӗнче, Раҫсейӗн тӗп прокурорӗ ку должноҫе Евгений Серебрякова ҫирӗплетнӗ.
Евгений Александрович Серебряков паян — юстицин аслӑ канашҫи. Вӑл 1977 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1994—1999-мӗш ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ.
1999 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Шупашкар районӗнчи Ленин районӗнчи прокуратурӑна прокурор пулӑшуҫи пулма ӗҫе илнӗ. Унтанпа Серебряков тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра — преступление тӗпченине тата ШӖМ органӗсен оперативлӑ тата шырав ӗҫне тӗрӗслекен пай прокурорӗнче, Ленин район прокуратурин прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, Ҫӗнӗ Шупашкарта — прокурор ҫумӗнче, Чӑваш Енӗн прокуратуринче пай пуҫлӑхӗн ҫумӗнче.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче — ҫӗнӗ худрук. Кун пирки Рита Кириллова журналист Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Ӑна вырӑнти театр ӗҫченӗсем пӗлеҫҫӗ, вӑл кунта маларах ӗҫленӗ», — хыпарланӑ вӑл ҫӗнӗ ҫын пирки.
Оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫи пулма Дмитрий Банаева шаннӑ. Культура сферине тишкерекен журналист шучӗпе, Дмитрий Банаев асра юлмалли проектсемпех ытлашши палӑрман. Ҫав вӑхӑтрах ҫак режиссер пултарулӑх шыравӗнче пулнине асӑннӑ.
Дмитрий Банаев Болгаринче, Карелинче, Волгоград, Аҫтӑрхан хулисенче ӗҫленӗ. Йошкар-Олара вӑл тӗп режиссер пулнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче музыка ертӳҫи тата дирижер-постановщик пулса ӗҫлекен Сергей Кисс ӗҫрен каяссине пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗчччӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче Алексей Ладыков сити-менеджера пулӑшса пыракансене шыраҫҫӗ. Тӗрӗссипе, унта ытти специалиста та ӗҫе йышӑнассине пӗлтернӗ-ха. Ҫав йышра — хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн икӗ ҫумӗн вакансийӗ пур. Вӗсенчен пӗри — экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе тӑрӑшаканни, тепри — архитектурӑпа хула тӑвас енӗпе тӑрмашаканни.
Хула администрацине ӗҫе вырнаҫас текенсен конкурса документсене ака уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, «Дорэкс» общество (ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах ҫырнӑччӗ), Ҫӗр управленийӗн тата Закупкӑсене оптимизацилес енӗпе ӗҫлекен центр ертӳҫисене те шыраҫҫӗ. Малтан каланин документсене ака уйӑхн 3-мӗшӗччен хатӗрлемелле, тепӗр иккӗшӗн — ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче музыка ертӳҫи тата дирижер-постановщик пулса ӗҫлекен Сергей Кисс ӗҫрен каяссине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Фейсбукра ҫурҫӗр иртсен ҫырса хунӑ.
«Манӑҫми икӗ ҫул хыҫӑ юлчӗ! Манӑн хаклӑскерсем! Сире пуриншӗн те тав тӑватӑп: пӗрле ӗҫленӗшӗн, шаннӑшӑн, чи кирли — коллектива хама пулӑшса пынӑшӑн. Унпа эпӗ мӑнаҫланатӑп, ертӳҫӗне юратни тата хисеплени паян сайра тӗл пулать. Мана эсир ҫитмӗр. Эпӗ сире хӑнӑхса кайрӑм. Эсир – манӑн юратнӑ коллектив! Анчах уйрӑлма вӑхӑт ҫитрӗ…», — тенӗ вӑл.
Сергей Кисс — Мордва Республикин ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Унпа, сӑмах май каласан, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра интервью пичетленнӗччӗ. Унта Кисс ӗҫрен каяссине асӑнманччӗ.
Фейсбукри унӑн тусӗсем вӑл ӑҫта каяссипе кӑсӑкланнӑ та, Сергей Кисс шухӑшланине пӗлтернӗ.
Театрӑн структуринче, паянхи кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлне илсен, Сергей Кисс хушамачӗ пурччӗ.
Шупашкарта хальхи вӑхӑтра тӑвакан ача пахчисенче ӗҫлеме килӗшекенсене шыраҫҫӗ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ.
«Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Университет, Кувшинка, Хӗвеллӗ, Соляное, Ҫӗнӗ хула, Садовӑй микрорайонсенче тата Йӑлӑмри Сосновка посёлокра ача пахчисем хӑпартаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкар хули 550 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен уяв вӑхӑтӗнче уҫасшӑн.
Ҫӗнӗ ача пахчисенчен хӑшӗсем валли ертӳҫӗсем тупӑннӑ та иккен. Халӗ воспитательсене, кӗҫӗн воспитательсене (унчченхилле каласан, няньӑсене), методистсене, кухньӑра ӗҫлекенсене, вахтёрсене, администраципе хуҫалӑх енӗпе тӑрӑшакансене шыраҫҫӗ.
Ӗҫе вырнаҫас текенсене Мускав проспектӗнчи 8-мӗш ҫуртри 3-мӗшпе 4-мӗш пӳлӗмсенче кӗтеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Мурманск облаҫӗн ертӳҫи Марина Ковтун отставкӑна панӑ. Кун хыҫҫн РФ Президенчӗ Владимир Путин РФ строительство министрӗн ҫумӗпе Андрей Чибиспа тӗл пулнӑ, ӑна облаҫе вӑхӑтлӑха ертсе пыма сӗннӗ.
Ҫапла майпа пирӗн ентеш Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама тытӑннӑ. Палӑртмалла: Андрей Чибис 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, 2001 ҫулта Мускав потребитель кооперацийӗн Шупашкарти филиалӗнчен «Юриспруденци» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ.
Чибисӑн ӗҫ биографийӗ пуян. Тӗрлӗ ҫулта вӑл ваккатра, Рязань облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫинче, Строительство департаменчӗн директорӗн ҫумӗнче тата ытти ҫӗрте вӑй хунӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительне уйӑрса лартасси пирки ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ. Яваплӑ должноҫе Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ Петр Чекмарев йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ Петр Чекмарев 2007 ҫултанпа Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес енӗпе ӗҫлекен департаменчӗн ертӳҫинче вӑй хунӑ. Аслӑ пӗлӗве Хусанти патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче илнӗ. Профессипе — агроном.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, иртнӗ ҫул вӗҫӗччен Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулса Юрий Акиньшин ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |